Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XII пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Ҫитет, каять кун хыҫҫӑн кун,
Иртет вӑл вӑхӑт сисӗнмесӗр.
Кавруҫшӑн сисӗнчӗ: хӗрмесӗр
Тӑмасть самант та ҫамрӑк чун.
Сӳнмест, сӳнмест-мӗн кӑкӑрта
Ашри вучах чӑл-чӑл хӗлхемӗ.
Ах, юрату! Кама ҫӗклемӗ,
Кама пӑрахмӗ вӑл хӑрта?
Ирӗксӗрех каҫ ас илтерчӗ,
Каллех хумхатрӗ Кавруҫа,
Уй хуйӑхне кӑшт сӳрӗлтерчӗ
Вӑл канӑҫ пачӗ кӑшт пуҫа.

Пит йывӑр пурнӑҫ пурлаксен:
Ӗҫлеҫҫӗ ут пек кунӗн-ҫӗрӗн.
Ӑҫта кайса, ӑҫта эс кӗрӗн,
Нушаллӑ пурнӑҫа лексен?
Кавруҫ пӗрлешрӗ ушкӑна.
Паяв парса пӗрле тӑратрӗҫ,
Тӳлек, сӑпайлӑшӑн юратрӗҫ —
Тӑван пек йышӑнчӗҫ ӑна.
Кавруҫ курать: тӗреклӗ халӑх, —
Кӑлармӗҫ, ҫук, пӑрахӑҫа, —
Вӗсен кил-ҫурчӗ — ҫут ҫанталӑк,
Вӗсен мӗн пурлӑхӗ пӗр ҫав.

Кампа кунта эс тӗл пулмастӑн,
Мӗнле еккиллӗ этемпе,
Кама курса эс паллашмастӑн,
Мӗнле ӑспа, мӗнле тӗнпе?
Кам ҫук кунта: сар ҫӳҫлӗ вырӑс,
Чӑваш та, ҫармӑс та, тутар.
Тус йӑнӑшсан параҫҫӗ ыр ӑс,
Чун тулашсан ан та пытар.
Вӗсемшӗн ирӗклӗх — чӑн Турӑ,
Вӗсемшӗн пусмӑрлӑх — тӑшман.
Ӗҫчен ҫынна мӗн кирлӗ урӑх —
Усал ӗҫе вӑл хутшӑнман.

Сехмет килсессӗн асапланӑн:
Чӑтас пулать-ҫке хӑвӑнах.
Пит хаклӑ ҫывӑх тус каланӑ
Чуна пусаракан сӑмах.
Вӑл хырӑм выҫнӑ чух апат,
Ӑш хыпнӑ вӑхӑтра — ҫӑл шывӗ.
Кам сан умна парне пек хывӗ
Сӑваплӑ шанчӑк, вӑй-хӑват,
Кам хӑйне пӗртте улӑштармӗ,
Кам тӑмӗ икӗ питленсе?

Пӗртен пӗр тус. Санран вал тармӗ
Пит йывӑр вӑхӑтсем ҫитсен.
Кавруҫ курать, шур ҫӳҫлӗ ватӑ
Сӑнать ун вӑрттӑн асапне.
Ӳкмен пӗрре ҫеҫ пӑтӑл-патӑл —
Пӗлет вӑл пурӑнӑҫ хакне.
Сӑнать те чӗптӗм шарламасть.
Тепле ӗҫе явса сӳтсен те,
Тепле юмах-сӑмах илтсен те,
Нихҫан хӑй тӗллӗн тӑрламасть.
Ах, тыткӑнри ӑс-тӑн вӑл — чӗлӗх:
Вӗрсессӗн хушӑкран калать;
Юратакан чӗре вӑл - хӗлӗх;
Ытла туртсассӑн татӑлать.

Пӗррехинче, — те ӑнсӑртран, —
Пырса вӑл ларчӗ юнашар.
«Кил, — терӗ ватӑ, — пӗр хутран
Сӑмах ваклар та паллашар.
Ӑҫтан эс, ҫамрӑк тус, пӗлтер:
Тухӑҫ енчен е анӑҫран,
Мӗнле эс ҫакӑ пурнӑҫра
Тупас тен вырӑн?.. Сирӗлтер
Куҫ умӗнчи сӗм тӗттӗме.
Вара куран: хури хӗп-хӗрлӗ;
Ӳсен-тӑран, чӗр чун та тӗрлӗ —
Пӗр хак ан пар пур этеме».

Ҫӗр каҫиччен сӑмах вакларӗҫ,
Пулса иртнисене хакларӗҫ,
Тӗплерӗҫ, пӑхрӗҫ тавӑрсах,
Сӑнарӗҫ, виҫрӗҫ ҫавӑрсах.
Ку таранччен Кавруҫ ӑнпа та
Хӑй ялӗ пуссинчен иртмен.
Анчах халь сисрӗ: ҫавӑнпа та
Ӑна нихҫан ним илӗртмен.
Ниме курмасӑр пурӑннӑ ҫын,
Мӗн пур — пуҫ ҫапнӑ туррине,
Нихҫан пӗлмен вӑл пурӑнӑҫӑн
Икхирӗҫле ен пуррине.

Хӑҫан Кавруҫӑн чунӗ канӗ,
Мӗнле, мӗнпе вӑл халь лӑпланӗ?
Куҫне хупать вӑл — хӗр умра,
Чӗнет пек урамри йӑмра.
Куҫне уҫать вӑл — анлӑ Атӑл
Выртать вӑраххӑн чӳхенсе,
Калать пек шӑппӑн ӳкӗнсе:
«Хӑвна эс мӗншӗн пусмӑрлатӑн?»
Анчах асра савни сӑмахӗ —
Ӑшра вӑл юлнӑ варӑнса.
«Тупать-ши вӑхӑт асӑнма хӗр,
Ларать-ши хырлӑха тухса?»


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-05-04 08:36:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2468 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем